Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XVI пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Асра Санкт-Петербург та тинӗс:
Ялан е ҫумӑр, е тӗтре.
Паян ӑна ас илтӗн тин эс,
Вӑл курӑнать пек тӗлӗкре.
Урам, туссем те юлташсем...
Пӗрне пӗри аван пӗлеҫҫӗ,
Пӗрне пӗри пит хисеплеҫҫӗ —
Пӗрле вӗреннӗ ҫамрӑксем.
Таҫта патшалӑхра саланчӗҫ,
Пӑрҫа пек шапӑр сапаланчӗҫ.
Чӗпсем тӑмаҫҫӗ ҫитӗнсен
Чӗп амӑшӗпе витӗнсе.

Паян ак вӗсенчен пӗри
Тӗлех барон фон-Айсберг пулчӗ.
Ун титул пур, ҫапах чӗри
Ишутӑн уҫӑ; кӑмӑл тулчӗ:
Шӑпа телейсӗрри ҫинчен,
Ӑслай тумасӑр пуҫӗнче,
Пӗр пытармасӑрах пӗлтерчӗ.
Барон ытла та тӗлӗнтерчӗ.
Ӑспа пулман пулсан та вичкӗн,
Тухман пулсан та тимлӗ ҫиҫкӗн, —
Сӗмрен вӑл чӗннӗ пек ҫутта, —
Каларӗ уҫҫӑн Ишута:

«Пӗлетӗп, чаплӑ сирӗн йӑх,
Пулман пуль ӗмӗрте те мулсӑр.
Ҫапах хӑвах йӗрле те пӑх:
Пурӑнӑҫра аташӑн ҫулсӑр.
Эс ӑссӑр мар-тӑр, пӗлмелле:
Ҫак тӗнчере кам ҫирӗп, вӑйлӑ
Ҫавах шутлать: выртсассӑн майлӑ,
Пӗр шикленмесӗр илмелле.
Тӑман илмесӗр сан аҫу.
Еткер вӑл хӑварман вилсен...
Еткер — дворян ята илсен
Тинех сан уҫӑлӗ тӳр ҫул.

Анлан, Ишут, сана пӗлетӗп,
Эс ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын, пуян.
Хӑш чух курап та тӗлӗнетӗп:
«Мӗн чухлӗ тӗнчере суя!»
Калатӑп тухнӑран сӑмах, —
Эп йӑлӑнатӑп, ан кӳрен, —
Эс пулӑн маншӑн тусӑмах,
Тен, кирлӗ пулӑп ӳлӗмрен.
Итле, илемлӗ эс, типтерлӗ,
Ямастӑн нимӗне сая,
Пулман сан пурнӑҫра сиктерлӗк,
Юлман эс никамран кая.

Анчах, пӗлетӗн, тӗнчере
Тытса тӑмасть ялан ӑс-тӑнлӑх.
Тӑрать унтан та ҫӳлерех
Йӑла, ӑру тымарӗ, мӑнлӑх.
Кам панӑ мӑнлӑх, кам пилленӗ,
Ак, халӗ, калӑпӑр, мана,
Мӗне кура ялан силленӗ
Ҫак ҫӑмӑл пурнӑҫпа, кала?
О, Петербург, — паян асра вӑл, —
О, унзер мон коллегиум.
Пуҫа куллен ҫапатчӗҫ савӑл, —
Асра пуль? — привиллегиум.

Ман мӗн пурри те — пысӑк юрлӑх:
Юлман пӗр пус та аттерен.
Ах, унсӑр мар ман пурнӑҫ — шурлӑх:
Утан, путан... Пӗччен йӗрен,
Ан куртӑрччӗ никам тесе
Сахал ларман хӗссе-пӗссе.
Ҫапла май ҫитӗнет панккав,
Уншӑн ялан е ҫил, е шӑрӑх.
Ӑс пулмасан вара танкка
Ыйткалакан пек пурнӑҫ тӑрӑх.
Куллен вӑл кирлӗ авӑртма.
Ним ҫук пулсассӑн пӑвӑртма

Пит кирлӗ, намӑс вӑрансан та.
Ах, чухӑнлӑх... Вӑл хыт тӑллать.
Тепле ҫӗн шухӑш шӑрансан та
Мул ҫук тӑк, ӗмӗт татӑлать.
Анчах мана илме Харон
Халь Ахерон-шыв урлӑ каҫмӗ.
Пӗлетӗн эсӗ, эп — барон.
Сана, манпа халь кам калаҫмӗ?
Барон! Мӗнле вӑл чаплӑ ят,
Мӗнле ян сас, мӗнле вӑл паллӑ,
Манран кулма халь кам хӑять?
Пӗлеҫҫӗ, йӑхӑм ман мухтавлӑ.

Барон! Ҫак чыслӑ ят анчах,
Тен, маншӑн уҫтарать ҫӗр алӑк.
Пурте мана параҫҫӗ алӑ,
Никам каламӗ: тупӑлча.
Пӗлсем, ыран юлсан эп ятсӑр, —
Пулам эп темӗн пек пуян, —
Юмартлӑн чӗнмӗҫ... Ах, сӑпатсӑр
Пӳрни этемӗн: кӗҫ туя —
Кӗтмен ҫӗртен пуҫран вӑл ҫапӗ
Е ачашланӗ те ача пек
Пач икӗ питлӗ тус пулса
Сана вӑл пӑхӗ йӑл кулса».

...Барон фон-Айсбергӑн сӑмахӗ
Паян вырнаҫрӗ шухӑшра:
«Ытла хӑрушӑ ҫул тумхахӗ;
Тен, ун сӑлтавӗ йӑнӑшра?
Ҫук, ҫук, ку йӑнӑш мар — шӑпа.
Аса кӗртеймӗн пушӑпа.
Ах, ҫав шӑпи те, тен, еткер?
Мӗскер тӑвас-ха ман, мӗскер?..
Ман пӳлӗхӗм, пӗлтер, пӗлтер
Ӑҫта ман йӑхӑн чӗр тымарӗ,
Ма ӗмӗр тӑрӑх вӑл пымарӗ,
Тен, йӑх пуҫлаканни Хултер?»

Кӳрентерни каймасть асран:
Качча памарӗҫ. Ҫав ҫунтарчӗ, —
Те йӗрленмесӗр юласран, —
Ӑшра суран вӑл туянтарчӗ —
Унта вӑл чӗрене хӑртать...
Тӗсне ҫухатӗ пӑхӑр та,
Ӑна тӑварлӑ шыв лексессӗн.
Мӗн тӑпӑлмӗ тымар татса,
Мӗн хӑпӑнмӗ чула ватса,
Хирсе хаяррӑн ҫӗклесессӗн?
...Кӳрентерни тӑрать асра —
Тӗнче халь ҫаврӑнать ӑсра.

Куна-ҫӗре пӗлмен Ишутӑн
Тӑрать ӑшра тим чӗвенсе.
Ӑс суккӑрланнӑ: тӗлсӗр утӑн,
Аташӑн, ӳкӗн чикӗнсе.
Ишут нумай халь шухӑшларӗ:
Шырарӗ, виҫрӗ тӑрӑшса,
Чула кӑшланӑ пек кӑшларӗ,
Ҫулларӗ, пӑхрӗ тӗнласа.
Вӑл сисрӗ: кашкӑр — ҫын юлташӗ,
Вӑл туйрӗ: пурнӑҫ улшуҫра —
Сутать-илет ӑна пайташӑн...
Ӑс-тӑнӗ ҫитӗнет пуҫра.

Тинех, тинех Ишут ӑнкарчӗ
Тӗнчен икӗ енӗ пуррине.
Хура тӗсрен вӑл шуррине
Вӗренчӗ уйӑрма. Мӗн чарчӗ
Ӑшра ҫуралнӑ туртӑмне?
Ун тӑлӑх та пӑшлак таланӗ.
Хыҫра юлса, тен, муталанӗ
Хӑйса тухмасӑр ҫын умне,
Ун ятсӑр, сӑнсӑр ят сӑпачӗ.
Ҫук, ӳсмӗ, ҫитӗнмӗ хӑвачӗ
Ашра хастарлӑх тулмасан,
Вӑл ятлӑ, муллӑ пулмасан.

Ишутӑн пуҫӗнче вара,
Курнать ӑна тӗнче тӗтреллӗн:
Ах, курчӗ намӑс хӑнара,
Барон сӑмахӗсем етреллӗн,
Пуҫа чалт! шӑтарса кӗрсе
Аса ытла суранлантарчӗҫ,
Пур шанчӑка та йӑвантарчӗҫ.
Ҫук, лӑпланаймӑн халь йӗрсе.
Анчах барон нумай ӑс пачӗ,
Нумай вӑратрӗ вӑл ӑнра.
Пулас ҫӗн пурнӑҫӑн сӑпачӗ
Тухса халь курӑнчӗ умра.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 20:20:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3244 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем